Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗнӗ Мӑнтӑр

Ҫӗнӗ Мӑнтӑр (выр. Новое Шептахово) — Чӑваш Республикинчи Вӑрмар районне кӗрекен ял. Аслӑ Чак ял тӑрӑхӗн йышне кӗрет.

Географи

Кӗҫӗн Енӗш юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Шупашкара ҫитме — 73 км, район тӗпне (Вӑрмар) ҫитме — 9 км, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме — 9 км.

Истори

Историри ячӗ — Новый Мундырь (Ҫӗнӗ Мӑнтӑр) выҫҫӑлки. Кунта пурӑнакансем 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси. 1920-мӗш ҫулсенче тимӗрҫӗ, пичке ӑсталасси тата ҫӗвӗҫ ӗҫӗсем пулнӑ, шыв арманӗ ӗҫленӗ. 1931 ҫулта «Красные Шептахи» колхоз йӗркеленнӗ.

Администрациллӗ пайлану тӗлӗшпе XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Ҫӗрпӳ уесӗнчи Кивӗ Арапуҫ тата Вӑрмар вулӑсӗсене кӗнӗ, 1927 ҫултанпа — Вӑрмар районӗн йышӗнче пулнӑ.

Халӑх йышӗ

  • 1795 ҫул — 5 кил, 12 арҫын, 11 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 44 кил, 123 арҫын, 130 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 231 арҫын, 234 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 113 кил, 247 арҫын, 288 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 305 арҫын, 393 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 274 арҫын, 329 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 150 кил, 405 ҫын (194 арҫын, 211 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 132 уйрӑм кил хуҫалӑхӗ, 367 ҫын (181 арҫын, 186 хӗрарӑм).

Наци йышӗ — чӑвашсем.

Инфраструктура

Ялта шкул, клуб, спорт лапамӗ, магазин, икӗ суту-илӳ киоскӗ пур.

Экономика

2010 ҫулта «Арабоси» агрофирма» ООО ӗҫленӗ.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Ҫӗнӗ Мӑнтӑр
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-07 16:55:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 22 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем